Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эй, ҫилсем... (Пайтул)

Эй, ҫилсем, кӑра ҫилсем,
Ӑҫта кӑна ҫитместӗр-ши?..
Атӑл ҫинче вӗҫетӗр —
Хумсем хыҫҫӑн чупатӑр,
Кимӗсене силлетӗр.

Эй, ҫилсем, кӑра ҫилсем,
Сирӗнпе эп пырӑттӑм.
Ҫунат сарса вӗҫӗттӗм,
Атӑл ҫинче, Сӑр ҫинче
Чарлан пек эп кумӑттӑм,
Ирӗкре эп ҫӳрӗттӗм.

Эй, ҫилсем, кӑра ҫилсем,
Ма эсир йӗретӗр-ши?..
Ма чуна касатӑр-ши?..

Ӑнлантаркӑч

1928-1930 ҫулсенче хальхи Самар облаҫӗнчи Аслӑ Микушкел таврашӗнчи ялсенче ватӑ ҫынсенчен М.Т.Казанков (Тилли Михайли) ҫырса илнӗ.
Валем Ахун пухса хатӗрленӗ "Палнай" кӗнекере 1973 ҫулта пичетленнӗ.
Ку юррӑн тепӗр варианчӗ те пур. Вӑл Кирук юрӑҫӑ 1916 ҫулта Палтай Упи ялӗнче Каляк Минккиичен ҫырса илнӗ "Пайтул паттӑр" калавра пур:

Эй, ҫилсем, кӑра ҫилсем,
Ӑҫта кӑна ҫитместӗр-ши?..
Ӑҫта кӑна пулмастӑр-ши,
Эй, ҫилсем, кӑра ҫилсем!..

Хумсем хыҫҫӑн чупатӑр,
Кимӗсене лӑскатӑр,
Сирӗнпе эп вӗҫӗттӗм,
Тӳпене ҫӗкленӗттӗм.
Атӑл ҫинче, Сӑр ҫинче
Хырлапа Ҫавал ҫинче,
Чарлан евӗр кумӑттӑм,
Ирӗкре ҫеҫ пурнӑттӑм.

Эй, ҫилсем, кӑра ҫилсем,
Ма эсир йӗретӗр-ши?..
Ма чуна илетӗр-ши,
Эй, ҫилсем, кӑра ҫилсем!..

Ку юрра Пайтул хӑйне тискер тӑшмансем ҫӗр айне касамата сӑнчӑрласа хупса лартсан юрланӑ. Ӑна ун чухне темиҫе юлташӗ виҫӗ кӗрепенкке ылттӑнла сутнӑ пулнӑ.

Ҫавӑн пекех

Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-12 13:44:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2581 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем